Паян, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, 14 сехетре Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа астӑвӑм каҫӗ иртӗ.
Аса илтерер, чӑваш поэчӗ, куҫаруҫи Василий Егорович Митта 1908 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Чӗмпӗрти педагогика техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн чӑваш чӗлхи учителӗнче, Патӑрьел районӗнчи райхаҫатра яваплӑ секретарьте ӗҫленӗ. Каярах Чӑваш Республикин радиокомитетӗнче тата Чӑваш кӗнеке издательствинче тӑрӑшнӑ.
Поэта 1937 ҫулта айӑпсӑр айӑпланӑ, 1954 ҫулта таса ятне тавӑрнӑ.
Маларах эпир Митта Ваҫлейӗн юбилейне халалласа Куславкка районӗнчи Тӗмер ял вулавӑшӗнче «Хӗнпе хӗрсе туптаннӑ сассӑм» ятпа курав уҫнине пӗлтернӗччӗ.
«Хӗнпе хӗрсе туптаннӑ сассӑм». Куславкка районӗнчи Тӗмер ял вулавӑшӗнче ҫак ятпа курав ӗҫлет. Ӑна Митта Ваҫлейӗ поэт ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа уҫнӑ.
Митта Ваҫлейӗ 1908 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти шкула пӗтерсе Чӗмпӗрти чӑваш шкулне вӗренме кӗнӗ, унта вӗреннӗ чухне литературӑпа хавхаланнӑ. Хутарти колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗн директорӗ, Патӑрьел район хаҫачӗн яваплӑ секретарӗ пулнӑ. Каярахпа Шупашкарта хаҫат-журналта, радиора, кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ. 1937 ҫулта айӑпсӑр айӑпланӑ. 1954 ҫулта таса ятне тавӑрнӑ.
Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 26-мӗш ҫурт ҫинче Митта Ваҫлейне асӑнса уҫнӑ хӑма умне пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче чӑваш ҫыравҫисен пӗр ушкӑнӗ чӗрӗ чечексемпе пуҫ тайнине Аҫтахар Плотников пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, 80 ҫул каялла ҫав кун аслӑ сӑвӑҫӑмӑра «буржуалла национализмшӑн» сӑлтавсӑр айӑпласа тытса хупнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫӗнчи «Шуҫӑм» халӑх фольклор ушкӑнӗ (ӑна Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Фролов ертсе пырать) Свердловск облаҫӗнче иртнӗ «Кӗр пурлӑхӗ» уява хутшӑннӑ. Ку ансамбле 1994 ҫулта пуҫарнӑ. 2002 ҫулта фольклор ушкӑнӗ халӑх ятне тивӗҫнӗ.
Ҫӗр ӗҫне вӗҫленине халалланӑ Урал тӑрӑхӗнчи уява Чӑваш Енри, Курганти, Челябинскри, Екатеринбургри тата Свердловск облаҫӗнчи 100 ытла юрӑ-ташӑ ӑсти хутшӑннӑ.
Патӑрьелсем анат енчисен йӑли-йӗркине кӑтартнине Свердловск облаҫӗнчи куракансем ӑшшӑн йышӑннӑ.
Урал тӑрӑхӗнчи концерт хыҫҫӑн наци апат-ҫимӗҫне астивсе пӑхнӑ. Уяв «Туслӑх» клубӑн (ертӳҫи — Таисия Никифорова) 10 ҫулхипе пӗр килнӗ.
Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехетре пушар тухнӑ. РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурт аҫа ҫапнине пула ҫунма тытӑннӑ. Кил хуҫисем темӗн шартлатнипе вӑранса кайнӑ. 62 ҫулти арҫын картише тухнӑ та ҫурт тӑрри ҫуннине асӑрханӑ. Пушарпа кӗрешекенсем киличчен вӗсем ҫулӑма шлангран сирпӗтсе сӳнтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем пушара 10 минутран тӗп тунӑ. Телее, ҫурта сыхласа хӑварма май килнӗ.
Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче пурӑнакан 71 ҫулти кинемейӗн сарайне те аҫа ҫапнӑ. Вӑл ҫурҫӗр иртни 1 сехетре ҫунма тытӑннӑ. Юрать, пушарпа кӗрешекенсем икӗ метрта ларакан ҫурта сыхласа хӑварайнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Канаш районӗсенче те пушар тухнӑ.
Ку сӑмахсем тӳрӗ пӗлтерӗшпе те, ытарлӑ пӗлтерӗшпе те тӗп-тӗрӗс. Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче эпир чӑваш сӑввин ӑстин ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑватпӑр. Ҫак куна халалласа тӗрлӗрен тӗлпулусем, поэзи уявӗсем иртеҫҫӗ. Чи кирли вара, ман шутпа, — ҫак кун Миттан хӑйӗн халӗ Патӑрьел районне кӗрекен тӑван Аслӑ Арапуҫӗнчи вил тӑприне чечексемпе пуҫ тайни. Шупашкарта сӑвӑҫ пурӑннӑ ҫурт ҫинчи асӑну хӑми те ҫак кун тӑлӑх юлмасть.
Ҫак пархатарлӑ ӗҫӗн пӗлтерӗшне тата тарӑнраххӑн ӑнланса илме ҫакна аса илни те ҫителӗклӗ: акӑ, чӑваш халӑхӗн чылай маттур ывӑлӗн-хӗрӗн вилтӑприйӗсем те пулин ӑҫти пач паллӑ мар — кайса чечек хурас тесен те хума ҫук. Ҫак чуна ыраттаракан черетлевре – чӑваш наци юхӑмӗн маттур ҫулпуҫӗ Алюн Кевӗрли, чӑваш литературин пуҫламӑшӗнче тӑнӑ Турхан Яккӑвӗ, Турхан Хӗветӗрӗ, Тайӑр Тимкки, хастар пӑлхавӑрҫӑ Тимахви Николаев-Хури, ҫӗр ҫул каяллахи чи хивре вӑхӑтра «Хыпар» хаҫатӑн редакторӗ пулнӑ Акахви Гаврилова, паллӑ ҫыравҫӑсем — Мӗтри Юман, Нестӗр Янкас, Митта Петӗрӗ тата пиншер те пиншер ят… Шучӗ те ҫук!
Шел, тӑван ҫӗр ҫинех пытарнисене те чылай чух чысласа ҫитерейместпӗр ахӑр.
Паян — чӑваш поэзийӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑ кун. «17 ҫул Сталин тӗрмисенче айӑпсӑр асапланнӑ сӑвӑҫӑмӑр — халӑхӑмӑрӑн чысӗпе совӗҫӗн виҫи», — тесе ҫырнӑ ҫак куна асра тытса Фейсбукри хӑйӗн страницинче пултаруллӑ тележурналист, поэт, драматург Марина Карягина.
Ҫапла, Митта Ваҫлейӗ 1908 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Пулас классик Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ҫӗрӗ ҫинче амаланса аталаннӑ. 1957 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ӑна тӑван ҫӗр хӑй ытамне ӗмӗрлӗхе илнӗ — вӑл хӑй тӑван ялӗнче вилнӗ.
Поэтӑн сӑввисенчи философилле шухӑша паян вун-вун ҫын цитатӑлать. «Ан тив, хисеп те, чыс та ан курам. Пин юррӑмран пӗри анчах юлайтӑр. Ӑна тӑван ыр кӑмӑлпа юрлатӑр, — Вара ман канлӗ пулӗччӗ тӑпрам», — тени ҫумне мӗнех хушайӑн...
Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тата унӑн 38 ҫулти пӗлӗшӗ суд сакки ҫине ларӗҫ.
Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗччен арҫын ӗҫ вӑхӑчӗн учет табельне суйса ҫырса пынӑ. Вӑл пӗлӗшӗ культура ҫуртӗнче тирпейлӳҫӗре ӗҫлет тесе палӑртнӑ. Ҫавна май лешӗ ӗҫ укҫи илнӗ. Ҫапла майпа муниципалитет хыснине 15 пин тенкӗ тӑкак кӳнӗ.
Кунсӑр пуҫне пуҫлӑх ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсене следствие ун майлӑ калама ыйтнӑ. Лешсем хирӗҫлесен пуҫлӑх вӗсенчен пӗрне питӗнчен ҫутӑлтарнӑ.
Халӗ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Ҫак кунсенче Патӑрьел районӗнче «Авангард» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. «Паттӑр» стадиона спорта юратакансем пухӑннӑ.
Ӑмӑртӑва 600 ытла ҫын хутшӑннӑ. Тупӑшӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ май вырӑнти «Олимп» командӑна чысланӑ. Вӑл Чӑваш Енре хоккей енӗпе чемпион пулса тӑнӑ. Команда лигӑра 14 вӑйӑ вылянӑ.
Чемпионсем ӑмӑртӑва та хастар хутшӑннӑ. Ун чухне 11 номнацире тупӑшнӑ. Ача пахчисен хушшинче Пӑлапуҫ Пашьелти ҫӗнтернӗ. Республикӑри эстафетӑна каймашкӑн вара Ишлӗ тата Аслӑ Арапуҫ командисем тивӗҫнӗ.
Тӗп редактор Нина Мазякова ку ӑмӑрту хаҫата рекламӑлани кӑна мар, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма хӑнӑхтарни те пулнине палӑртнӑ. Кӗҫех «Советская Чувашия» хаҫат эстафета ирттерет. Ку ӑмӑрту вара патӑрьелсемшӗн тӗп репетици пулнӑ.
Патӑрьел районӗнчи икӗ ял тӑрӑхӗ тӗлӗшпе вӑл тӑрӑхри прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ.
Суда хут шӑрҫаличчен прокуратура ҫутҫанталӑк ҫинчен калакан саккуна ял тӑрӑхӗсенче епле пурнӑҫланине тӗрӗсленине пӗлтерет.
Йӑлари каяша тата ҫӳп-ҫапа пуҫтарассипе турттарасси вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен тивӗҫӗ пулса тӑрать. Аслӑ Арапуҫ (Первомайскинчи) тата Ҫӗнӗ Ахпӳрт ял тӑрӑхӗсем ку енӗпе ӗҫлесе ҫитерейменнине асӑрханӑ. Вӗсем ҫӳп-ҫапа пухассине йӗркелеменнине кура ҫынсем ӑҫта кирлӗ унта переҫҫӗ.
Кӑлтӑка асӑрханӑ прокуратура ӗҫченӗсем РФ Административлӑ йӗрке пӑсни ҫинчен калакан кодексӑн 6,3 статйипе ӗҫ пуҫарнӑ. Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене 500-шер тенкӗлӗх штрафланӑ. Ҫӳп-ҫапшӑн яваплисене прокуратура административлӑ майпа асӑрхаттарма сӗннине пурнӑҫласа ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем вырӑнтисене явап тыттарнӑ.
Кӑлтӑка пӗтерме ыйтса прокуратура суда та тавӑҫпа ҫитнӗ.
Паян, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче 17:00 сехетре Наци вулавӑшӗн кинозалӗнче — вӑл 213-меш пӳлӗмре вырнаҫнӑ — «Нарспи» илемлӗ фильм пӗрле ларса пӑхӗҫ. Кинкурава Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗн киноклубӗ йӗркеленӗ.
«Нарспи» илемлӗ фильма Михаил Луков юрӑҫ тата композитор 2013-мӗш ҫулта режиссер пулса ӳкернӗ. Рольсенче: Арина Андреева (Нарспи), Давид Александров (Сетнер), Илья Ананьев (Михетер), Галина Чернова (Михетер карчӑкӗ), Петр Григорьев (Тӑхтаман), Мария Григорьева (Сетнер амӑшӗ) тата ыттисем. Фильмра Чӑваш Республикинчи паллӑ фольклор ушкӑнӗсем те хутшӑннӑ: «Трак ен» халӑх фольклор ушкӑнӗ, Комсомольски районӗнчи Анат Тимӗрчкасси культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Хӗлхем» фольклор ушкӑнӗ, Патӑрьел районӗн Аслӑ Арапуҫ ялӗнчи «Шуҫӑм» халӑх фольклор ушкӑнӗ. Фильма Чӑваш Республикин Комсомольски районӗнчи Анат Тимӗрчкасси ялӗнче ӳкернӗ. Унӑн тӑршшӗ 110 минут.
Аса илтеретпӗр, кӑҫал Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ пырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |